Математикăна юратса, информатикăпа кăсăкланса, физикăна килĕштерсе

Категория: Публикации Опубликовано: 02.12.2022, 12:52 Просмотров: 918

Шкулти вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче класс тулашĕнчи мероприятисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем пĕлĕве тарăнлатма, тавракурăма анлăлатма пулăшаççĕ. Çакнашкал мероприятисене ачасем йышлăн явăçни те паха. Предмет эрнисене çеç илер акă.

Хирти Пикшикри вăтам шкулта ку хутĕнче математика, информатика тата физика эрнине ирттерчĕç. Вĕсене çак предметсене вĕрентекенсем ертсе пычĕç.

Эрне шкулти линейкăран пуçланчĕ. Вĕренекенсем унта цифрăсем çинчен каласа пачĕç. Класс алăкĕсене çулталăк логотипĕпе, Раççей халăхĕсен орнаменчĕсемпе, ỹкерчĕксемпе илемлетрĕç. Физикăпа математика диктанчĕ çырчĕç. Шашка-шахмат, информатикăна юратакансен турнирне йĕркелерĕç. Математика старчĕ пулчĕ. Шкул тетрачĕсен тирпейĕпе конкурс пуçарчĕç. Тĕлĕнмелли çĕнĕлĕхсем çинчен сăнавсем турĕç. Математикăн хаваслă хумĕпе концерт лартрĕç.

Н.Туктановпа (11 класс) А . Шигабетдинова (8) шахмат турнирĕн чемпионĕсем пулчĕç. Шкул тетрачĕсен конкурсне 22 вĕренекен явăçрĕ. З.Чаштанова (7а), М.Павлова (7б), А. Гажанова (8а), А.Селиванова (8б), Л.Каштанова (9а), М.Матвеева (9б) лайăххисен йышĕнче пулчĕç. Вĕренекенсем тирпейлĕ çыраççĕ, задачăсене тĕрĕс шутлаççĕ, вĕсен тетрачĕсем мĕн кирлине тивĕçтереççĕ.

Симметри çинчен сăвăсем вулани килĕшрĕ. Ташăра та сахал мар илем кỹрет вăл. Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхне куç умне кăларсан та палăратех.

Мероприяти ачасен пĕлĕвне çирĕплетме пулăшрех. Вĕренес туртăм малашне те вĕсенче çунатланса пытăрах.

З. ЗЕМДИХАНОВА, М. КЛЕМЕНТЬЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика