Пĕр-пĕрне тĕрев панăран çитĕнỹсем пулаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.12.2022, 12:49 Просмотров: 944

 Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕнче темиçе хутчен те пулса курма тивнĕ: ака вăхăтĕнче, çулсерен йĕркелекен уй-хир тĕрĕслевĕнче пĕрре мар унăн хирĕнче чарăннă, техникăна хĕле хатĕрлесе лартнине те ятарлă комисси членĕсемпе хакланă. Хăть хăçан кайсан та территоринче яланах тирпейлĕх хуçаланать, уйĕсем те таса. Тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене вара куç шăрçине упранă пек упрать тесен те йăнăш мар. Евгений Михайловича чăн-чăн çĕр хуçи, хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăнса ĕçлекен çын тесе хаклас килет. Çав вăхăтрах ыр кăмăллăхпа та палăрса тăрать.

 Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакансем районта çĕрпе ĕçлекеннисенчен пĕрремĕшсем пулчĕç. Хăйсене тивĕçекен пайсене илсе сухан-çевок, пахча çимĕç ỹстер- се сутма пуçларĕç. Евгений Мартышкин та самана таппинчен юлман. Пуçламăш утăмсем тунă вăхăтра унăн 4,65 гектар çĕр пулнă. 1999 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче Евгений Михайлович фермер хуçалăхĕ йĕркелет. Ăна хушамачĕн малтанхи сас паллисемпе усă курса "МАРКА" ят парать.

Ялта çуралса ỹснисем мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхеççĕ. Е. Мартышкин урăх отрасльте вăй хунă пулсан та çĕр туртăмне, унăн вăй-хăватне пĕчĕклех туйнă, çавăнпа та ял хуçалăхĕ уншăн ют шутланман. Пуçласах çурхи тулă, урпа, çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, сухан-çевок, нумай тата пĕр çул ỹсекен курăксем çитĕнтернĕ. Фермер тăрăшулăхне кура ялти ытти çынсем те ăна хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕсене арендăна шанса панă. Паяна Евгений Михайловичăн 177 гектар. Кашни лаптăкпа туллин усă курать. Паллах, çĕнĕлĕхсене те пурнăçа кĕртет. Шăрăх вăхăта шута илсе тумламлă шăварупа вăрлăх сухан анисене нỹрлетсе тăрать. Çавăн пекех пахалăхлă вăрлăхсем ытларах никĕсе хывать. Тăрăшулăха, технологие пăхăнса ĕçленине пула тырри-пулли, пахча çимĕçĕ пỹлме тулли. Кăçал çурхи тулă тухăçĕ пĕр гектартан 38 центнер, урпан - 42, çĕр улмин 280 центнер тухнă.

 Пухса илнĕ продукцие упрама 2000 çулта 200 тонна тырă кĕрекен управ тунă. 2002 çулта 100 тонна пахча çимĕç вырнаçакан хранилищĕне хута янă. Çĕр лаптăкĕ ỹссе пынă май тата кивĕлле ĕçленипе малалла кайма май çуккине шута илсе 2014 çулта 800 тонна çĕр улмие хĕл каçарма май паракан хуралтăна температурăна виçсе йĕркелесе тăракан Голланди технологийĕпе хăпартнă. Кăшт вăхăт иртсен вара, 2016 çулта, климата автомат системипе контроллекен управа сухан-çевок валли туса пĕтернĕ.

- Ял хуçалăх таварне туса илнипе пĕрлех ăçта вырнаçтарасси пирки те тỹрех шутра тытмалла. Пахалăхсăр продукцие никамăн та туянас килмет. Вăрлăх сухана илес текенсемпе маларах килĕшỹ тăватпăр, çавна май ăна тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарма тăрăшатпăр. Лайăх упрантăр тесе ĕнтĕ хранилище турăмăр. Хуçалăха аталантарас тесен паян çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмесĕр май çук, - тет Евгений Михайлович.

Çĕр ĕç культурине ỹстерес тесе техникăна та тимлĕх сахал мар уйăраççĕ. Хуçалăхра хальхи вăхăтра 8 трактор, кăкарса çỹремелли хатĕрсем пур. Иртнĕ çул çеç патшалăх пулăшăвĕпе усă курса икĕ "хурçă ут" туяннă. Пурне те вăхăтра юсаса тăнăран кивĕреххисем те лайăх тăраççĕ. Хĕлле усă курманнисене патшалăх техника надзорĕ ыйтнине тĕпе хурса тивĕçлĕ шайра управа лартаççĕ. Кăкарса çỹремелли хатĕрсене çумăртан, çил-тăманран, хĕвелтен хỹтĕлесе ураписене шуратаççĕ, хăйсене брезентпа витеççĕ. Ĕçе комисси членĕсене кăтартма кăна мар, хăйсене кирлипе пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ регионта хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене тата ытти техникăна хĕле хатĕрлесе лартассипе йĕркеленĕ конкурсра Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕ пĕрремĕш вырăн (сăн ỹкерчĕкре чыслав саманчĕ) йышăннă.

 Евгений Михайловичшăн ку хисеп пĕрремĕш те, юлашки те мар. 2003, 2007 çулсенче - "Районти чи лайăх фермер" ята тивĕçнĕ, республикăри "Чăваш Енри чи лайăх предприниматель - 2005" конкурсра "Çулталăкри чи лайăх фермер хуçалăхĕ" номинацинче çĕнтернĕ. Çавăн пекех Раççейри ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ассоциацийĕ (АККОР) "Тава тивĕçлĕ фермер" паллăпа, Чăваш Республикин суту-илỹпе промышленность палати Хисеп грамотипе, ЧР ял хуçалăх тата суту-илỹпе промышленность палати Хисеп грамотипе, РФ ял хуçалăх министерстви Хисеп грамотипе тата ытти сумлă наградăпа чысланă.

Фермер обществăлла ĕçре те хастар. Ăна темиçе хутчен те районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулма суйланă. Халĕ те вăл Патăрьел муниципалитечĕн депутачĕ. Халăх шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулăн урамран кĕмелли алăкĕ кивелнипе ачасене уçса кĕме йывăртарах пулнă.

 Евгений Михайлович ăна хăй вăйĕпе пластикран тунипе улăштарса панă. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пулăшушăн питĕ хĕпĕртеççĕ. Татмăшри çулсене тирпейлеме те 30 тонна вак чул турттарса килнĕ. Республикăра та палăрнă Çĕнĕ Ахпỹртри "Олимп" хоккей команди спотсменĕсем валли те Е. Мартышкин тум (накидка) туяннă. Евгений Михайлович Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕпе те тачă çыхăну тытать. Кунти студентсем час-часах ун патĕнче практикăра пулаççĕ. Диплом илнĕ хыççăн ĕçлеме юлакансем те пур.

Çĕр ĕçĕнче тăрăшулăх, ĕçе юратса пурнăçлани тата çемьере пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни çитĕнỹсем тума май парать. Евгений Михайловичăн ку енчен чăннипех те савăнмалăх пур. Мăшăрĕ, Людмила, фермер хуçалăхĕнчи бухгалтери хучĕсене йĕркелесе пырать. Икĕ хĕрĕ фермера çунат хушаççĕ. Ирина Шупашкарти кардиологи больницинче врач-кардиологра тăрăшать. Анастасия та аслă пĕлỹллĕ, анчах ăна ашшĕ çумĕнче час-часах курма пулать. Вăл трактор çине ларса хирте те ĕçлет. Çапла пĕр-пĕрне тĕрев парса Мартышкинсем пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пыраççĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика