Козловсем тăххăрмĕш пепкене алла илнĕ!

Категория: Публикации Опубликовано: 02.12.2022, 09:46 Просмотров: 886

ЕНШИКРЕ пурăнакан Иринăпа Петр Козловсем чăн-чăнах пурнăç паттăрĕсем. Анне кунĕ умĕн мăшăра ЗАГС пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Наталья Антонова тăххăрмĕш пепкине алла илнĕ ятпа саламланă! Пĕчĕк чиперккене Алена ят хунă. Кĕçĕн йăмăкĕ çемьере пуринчен те пуянни. Килте ăна хỹтĕлекен ултă пăхаттир тата икĕ аппăшĕ кĕтсе илнĕ. Çакна та палăртма кăмăллă. Çемье тăхăмне тăсас ыйту Козловсен туй кĕрлеттерсе пĕрлешнĕ хыççăнах çуралнă. Ун чухнех çамрăк мăшăр йышлă ача-пăча çитĕнтерсе тăванлăх туйăмне аталантарма калаçса татăлнă. Паян вара ашшĕпе амăшне ачисем куç тулли телей кỹреççĕ, хăйсен çитĕнĕвĕпе савăнтараççĕ. Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ку таранччен çемьене хутшăннă 186 "çĕнĕ кайăкран" 100-шĕ пулас чиперккесем. Арçын ача сахалтарах çуралать.

Архив материалов

Февраль 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика