Пăрлă çумăр пирĕн тăрăхра та йĕрсĕр иртмерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.12.2022, 09:45 Просмотров: 881

ÇАНТАЛĂКА сăнакансем маларах асăрхаттарнă пулăм пирĕн тăрăха та çитсе иртсе кайрĕ. Иртнĕ эрнере йĕпе юрпа хутăш пăрлă çумăр çуса сăтăр турĕ, йывăç-тĕме хытарса, пăрлантарса лартрĕ, вырăн-вырăн хуçса та пĕтерчĕ, çулсене кĕленче евĕр шуçлаклатрĕ. Çавна май районти тĕп больницăна шуса ỹксе сусăрланнисем те сахал мар пынă. Унсăр пуçне йĕпе юрпа хутăш çунă пăрлă çумăрăн палли районта та йĕрсĕр иртмерĕ. Хăш-пĕр ялта пăр йывăрăшне чăтаймасăр электричество линийĕсем татăлнă, çынсем вăхăтлăха çутăсăр ларнă. Çут çанталăк пулăмĕпе сиксе тухнă пăтăрмаха сирме аварипе пулăшу службин пилĕк бригади ятарлă техникăсемпе çийĕнчех юсав ĕçне пикеннĕ. Умра - сивĕ те çиллĕ хĕл кунĕсем. Çакнашкал пулăмсем малашне те пулма пултарассине шута илсе аварие парăнтаракан, çулсене юртан тасатакан службăсен яланах вырăна тухма, инкеклĕ лару-тăрăва сирме хатĕр пулмалла.

Архив материалов

Февраль 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика