Эрех-сăран сиенĕ пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2022, 10:25 Просмотров: 826

 Хăш-пĕр çемьере хăйсем сисмесĕрех çитĕнекен ăрăва эрех-сăра патне ачаранах хăнăхтараççĕ. Тепĕр чухне ывăлĕ-хĕрĕ ашшĕ-амăшĕпе хăна пуçтарăнсан пĕр сĕтел хушшине ларать. Ачана сок ярса параççĕ. Вăл хăй те аслисемпе пĕрлех куркана шаккаса пылак шыва ĕçет. Йăла-йĕркене хăнăхать.

6 çул тултаричченхи ачасем аслисем мĕн хăтланнине тỹрех "ỹкерсе" илеççĕ. Çавăнпа вĕсене хăна пухнă чухне юнашар лартма кирлех мар

Шăпах ỹсĕм тапхăрĕнче ача патне тимлĕх ытларах уйăрмалла. 16 çул тултарманнисен организмĕ шывран пуян. Белоксем вара вĕсен çитĕннĕ çынсеннинчен сахалрах. Çавăнпа этил спирчĕ çамрăк организмра хăвăрт саланать.

Эрех пĕвере сиенлет. Вăл ачасен 18-20 çул тĕлне çеç çитĕнсе çитет. Алкоголь шĕвекĕ организмран ачасен 4-6 сехетре те 14 проценчĕ çеç (аслисен 60 проценчĕ) тухаять.

Сиенлĕ хутăш пỹрене, чĕрене, ỹпкене, вар-хырăма... ытти органсене те сиен кỹрет. Çавна май белоксен тата углеводсен ылмашăнăвĕ улшăнать. Ачасене ỹсĕм валли кирлĕ витаминсем çитми пулаççĕ.

Эрех-сăрари этанол пуç мимине те хавшатать. Вăл вĕренỹре кая юлса пыма пуçлать. Унăн кăмăл-туйăмĕ улшăнать. Вăл час çиленме, çĕткеленме пăхать. Эрех-сăрапа туслашасси унра çăмăллăн пуçланма пултарать.

Çитĕнерехпе те сиенĕ пĕтмест-ха ĕçекенсен. Чирлĕ ача çуратма пултараççĕ. Кайран вара иккĕленеççĕ: "Мĕне пула ман хĕр е ывăл ыттисенчен айванрах-ха?". Медицина эрех-сăрана ахальтен сивлемест ĕнтĕ. Уйрăмах вăл çамрăк организмшăн сиенлине асăрхаттарать. Апла пулсан алла çак шĕвеке тытма васкар мар.

Н. НАДИНА, районти тĕп больницăн наркологĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика