"Манăн çулсем - манăн пуянлăх"

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2022, 10:21 Просмотров: 829

ÇАК сăмахсене час-часах палăртма тăрăшать Еншик ялĕнче пурăнакан Елизавета Суворова. Вăл 70 çул тултарчĕ. Çавна май Елизавета Андреевна патне ялти клубри Елена Краснова культорганизатор район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламне, Пикшик ял тăрăх администрацийĕн парнине çитерчĕ.

 Ĕç ветеранĕн стажĕ 42 çул. Николай Димитриевичпа пĕрлешсе вĕсем 3 ача çуратса ỹстернĕ. Ăрăва малалла тăсакансем хăйсем йăва çавăрнă ĕнтĕ. Асли Ульяновск облаçĕнче пурăнать. Ашшĕ çулĕпе кайнă, механизатор. Светлана хĕрĕ Елчĕк районне качча тухнă. Кĕçĕнни Çĕрпỹ районĕнчи Вăрманкасси ялĕнче тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле 49 çул пурăнать юбиляр. Вĕсене 10 мăнукĕ савăнтарать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика